Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

ЛЬ (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Льукҫемпурк, Росӑ — Керманьири чаплӑ хӗрарӑм — комунис. 1914-18 ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, К. Липкнӗхтпа пӗрле вӑрҫа хирӗҫ акиттатсиленӗ. 1916-мӗш ҫулта ана Керманьи Правиттӗлстви, „Спарттак" сойусра тӑнӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Керманьире револьутси пулсан, Росӑ Льукҫемпурк К. Липкнӗхтпа пӗрле, пролеттари револьутсишӗн тӑрӑшнӑ, унпа пӗрлех 1919 ҫулӑн йанвар уйӑхӗнче нимӗҫ меншевикӗсем ӑна вӗлерсе пӑрахнӑ.
Льутсернӑ — хран. — Выльӑх ҫитерме акса тӑвакан, чавка пуҫ (клевӗр) манерлӗ курӑк. Льутсернӑна акса тӑвакан курӑксенчен чи лайӑххи тесе шутлаҫҫӗ.
Льумппен-пролеттариат — ним. Каппитталисӑмлӑ опчӗствӑри — ним паллӑ ӗҫ те туман, нимӗскер те ҫук, тӗрлӗ таса мар ӗҫҫемпе, йе ыйткаласа тӑранса пурӑнакан ҫынсен класӗ, происвотствӑран тухса ӳкнӗ ҫынсем. Каппиталисӑм експлуаттатсиленӗрен пулса кайнӑскер — льумппен-пролеттариат — ӗмӗртенпех пуршуаҫине калама ҫук кураймасӑр, ӑна пӗтерешшӗн тӑрӑшша пуранать, анчах происвотствӑран тухса ӳкнӗ пирки, пӗр инттереслӗ клас пулман пирки, комунисла парттипе пӗрле ӗҫлеме пултараймасть, тӗрлӗ анарххиссен ушкӑнӗсене ытларах килӗштерет.
Лькоттӑ — Ҫӑмӑллӑх. Кама та пулин пӗр-пӗр ӗҫре ытта ҫынсенчен ӑрасна ҫӑмӑлтарах условисем пани.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-20 13:56:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3050 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем